Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнчи пӗвере пулӑсем вилнӗ. Мӗн пулнӑ унта? ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин ӗҫченӗсем вырӑна тухнӑ.
Ҫак тата ытти ведомство специалисчӗсем ял ҫыннисемпе пӗрле пӗвене пӑхса ҫаврӑннӑ, пулӑ нумай вилнине палӑртнӑ. Пӗвери шыва тӗрӗслемешкӗн илнӗ. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗ пирки министерство каярах пӗлтерме шантарнӑ.
Сӑмах май, нумаях пулмасть Канаш тата Шупашкар районӗсенче те пӗвере пулӑ нумай вилнине палӑртнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пӑши чупса ҫӳренӗ. Ӑна унта пурӑнакансем видео ӳкернӗ.
Пӑши шкул умӗнче чупса ҫӳренӗ, ниҫта кайма пӗлмесӗр тимӗр карта ҫине те пырса тӑрӑннӑ.
Кайран ҫак пӑшие водительсем Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче те курнӑ. Сӑмах май, нумаях пулмасть Улатӑр тата Шупашкар районӗсенче пӑшисене машина ҫапса кайнӑ.
Паян ирхи 10 сехетре Шупашкар районӗнчи Аркасси ялӗ ҫывӑхӗнче уйра типӗ курӑк ҫуннӑ. Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Аркасси ҫывӑхӗнче ҫӑра тӗтӗм сарӑлнӑ. Халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм коттеджсем патӗнчен "Вятка" ҫул еннелле "Ирбис" автозаправка еннелле сарӑлма пуҫланӑ.
Пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ.
Шупашкар районӗнче Йӑршшу юханшывӗнче пулӑсем вилнине палӑртнӑ. Паян унта Ҫутҫанталӑк министерствин специалисчӗсем пулнӑ.
Шыва тӗрӗслемешкӗн илнӗ. Ведомство анализ пӗтӗмлетӗвне каярах пӗлтерӗ.
Сӑмах май, Йӑршшу юханшывӗнче пулӑсем вилнӗ тӗслӗх 2013, 2014 тата 2018 ҫулсенче пулнӑ. Икӗ хутӗнче айӑпли "Юрма" пулнине палӑртнӑ, кайран "Чӑвашбройлерӗ" тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарса явап тыттарнӑ. Хальхинче кам айӑплӑ?
Шуашкар районӗнчи Кӳкеҫре вырӑнти хастарсем Ҫӗнтерӳ кунӗнче ҫулсеренех чупу йӗркелеҫҫӗ.
Ҫӑмӑл атлетсен ӑмӑртӑвне кӑҫал та ирттерме палӑртнӑ. Унта спорта юратакан тӗрлӗ ҫулхи ҫынсем тухма пултараҫҫӗ. Тупӑшса чупни кирлӗ мар. Чи кирли — хутшӑнни.
Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ чупӑва хутшӑнас кӑмӑллисен ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Кӳкеҫри «Улӑп» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче ирхи 7 сехетрен пуҫласа 7 сехет ҫурӑччен пуҫтарӑнмалла.
Старт 8 сехет те 30 минутра Иккассинчен тытӑнӗ. Ҫапла вара спортсменсем «Иккасси-Кӳкеҫ» маршрутпа чупса тухӗҫ. Вӗсем район центрӗнчи Паллӑ мар салтак ячӗпе лартнӑ палӑк умне ҫитсе чарӑнӗҫ.
Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ишлейри шкул 150 ҫулхине уявланӑ.
Савӑнӑҫлӑ мероприятие район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Хорасёв, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Патшалӑх строительствин тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ, Шупашкар районӗн тӗп пульницин тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Степанов пырса ҫитнӗ.
Тата, паллах, уява шкул ачисем, вӗренӳ учрежденийӗнчен тӗрлӗ ҫулта тухса кайнисем, ветеран-учительсем пухӑннӑ.
Юлашки вӑхӑтра ОРВИпе чирлекенсен йышӗ ӳснӗ. Ака уйӑхӗн 18-24 мӗшӗсенче республикӑра 3961 ҫын чирленине тупса палӑртнӑ. Пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнченпе кун пек пысӑк кӑтарту пулман. Ун чухне 5345 ҫын чирленӗ. Ун хыҫҫӑн эрнесерен 3,8 пин ҫыннӑн ОРВИ пулнине тупса палӑртнӑ.
Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Шупашкар районӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче чирлекенсем ытларах. Шупашкарта чирлесси республикӑри вӑтам кӑтартуран 1,66 хут пысӑкрах, Канашра - 1,04 хут.
Паян ҫӑлавҫӑсем Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче ҫунакан типӗ курӑка сӳнтернӗ. Ҫулӑм промзонӑра алхаснӑ. Ҫӑлавҫӑсем унта 14 сехетре ҫитнӗ, 100 тӑваткал метр ҫинчи ҫулӑма сӳнтернӗ.
Паян Ҫӗрпӳ районӗнче те типӗ курӑк ҫуннӑ. Унта 500 тӑваткал метра ҫӗре ярса илнӗ.
Тунтикун пушарнӑйсен Шупашкар районӗнче ҫулӑмпа кӗрешме тивнӗ. Унта икӗ вырӑнта типӗ курӑк ҫуннӑ. Пӗтӗмпе – 1 гектар ҫинче.
Ҫуркунне пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре типӗ курӑк ҫуннӑ 20 тӗслӗх пулнӑ.
Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӑн Шупашкар районӗнчи Кӑрмӑш ялӗнчи уйрӑмӗн экс-заведующийӗ ют ҫын укҫине кӗсьене чикнӗ. Ун тӗлӗшпе суд пулнӑ, ӑна тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм 2018 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗри ҫу уйӑхӗччен ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ. Ҫак тапхӑрта вӑл 86-ри кинемейӗн карточки ҫинчен 50 пин тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Карточкӑна ӑна упрама панӑ.
Хӗрарӑм судра айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарнӑ. Судья ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫул та 5 уйӑхлӑха айӑплама йышӑннӑ. Тӗрӗслев срокӗ - 1 ҫул.
Чӑваш чӗлхи учителӗсемпе ача-пӑча пахчисенче чӑваш чӗлхине вӗрентекен воспитателӗсен конкурсне кашни ҫулах ирттерет. Ӑмӑртӑва Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр В.А. Берендеев ячӗллӗ вӑтам шкулӗнче пухӑннӑ.
Канаш районӗн Уҫырмари «Хӗвел» ача-пӑча пахчин воспитательне Надежда Андреевӑна «Чӑваш чӗлхипе кӑсӑклантаракан чи лайӑх педагог» номинацире чи пултарулли тесе палӑртнӑ, ӑнах конкурсӑн ҫӗнтерӳҫи тесе йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин 5-мӗш вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Наталия Афанасьевӑна «Ӑстаҫӑ вӗрентекен» номинацире, Шупашкар хулин 132-мӗш номерлӗ ача сачӗн воспитательне Ольга Иванова «Пултарулӑх тӗнчине ҫул кӑтартакан» номинацире, Самар облаҫӗн Шунтал районӗн Чӑтӑрлӑ вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Екатерина Ишмуратовӑна «Тӑван чӗлхен хастар управҫи» номинацире, Патӑрьел районӗн 1-мӗш вӑтам шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенне Ольга Каллинӑна «Профессие парӑнса ӗҫлекен» номинацире, Элӗк районӗн 1-мӗш номерлӗ «Ҫӑлкуҫ» ача-пӑча пахчин воспитательне Вера Морозовӑна «Пултаруллӑ ҫамрӑк воспитатель», Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ лицейӗн пуҫламӑш классен вӗрентекенне Эльвира Николаевӑна «Ҫӗнӗлле ӗҫлекен учитель» номинацире ҫӗнтерӳҫӗ тесе палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |